Слова песни Андрей Кузнецов — Юбилей



Сӑвви Альбина Юратӑвӑн
Кӗвви Иван Андреевӑн

ЮБИЛЕЙ

Юбилей сан паян, манӑҫми юбилей —
Чӗрене вырнаҫми юратуллӑ телей.
Тӑванран, туссенчен саламсем йышӑнсам,
Сар хӗвеллӗ чечек аллуна эс тытсам.

Туп-тулли кӗрекӳ, эсӗ, чӑн та, пуян.
Кӗвӗ-юрӑ янрать пӳлӗмре ян та ян.
Ҫирӗп сывлӑх, тату вӑрӑм ӗмӗр сунса
Шеп ташлаҫ хӑнусем пуҫ тайса, ухӑнса.

Кил-йышра, халӑхра чыслӑ-сумлӑ эс пул!
Чун-чӗре саламне итлесе ҫепӗҫ кул!
Упраса ӳстерсем юрату пучахне,
Ан сӳнтер нихӑҫан кил-ҫемье вучахне.

хушса юрламалли:

Юбилей, юбилей,
Ырӑ пурнӑҫ пилле!
Ҫут телей эс тӗрле,
Савӑнар-ха пӗрле!





Текст добавил: Андрей Курышев