Слова песни Андрей Кузнецов — Пӗртӑвансем


Сӑвви Альбина Юратӑвӑн
Кӗвви Вероника Арисовӑн

Пӗртӑвансем

Эпир ҫуралнӑ пӗр килте
Атте-анне тивлечӗпе.
Пӗр шӑллӑм, эпӗ, ик тете,
Ҫӗкленнӗ кил хӑвачӗпе.

Хушса юрламалли:

Тӑван тӑвана пулӑшсан,
Кун-ҫул ӑнса пырӗ ялан.
Кил-ҫурт йӗркине йышпа сыхласан,
Ҫемье вӑйӗпе эс пуян.
Чунра йывӑр чух ӑнлансан,
Ӑс-тӑн кайӑкне эс тытан,
Кил-йыш чыс-сумне савса упрасан,
Телей, юрату пулӗ сан.

Алри пӳрне те пӗр тан мар,
Эпир, тӑван та, пӗр пек мар.
Кашни - аннешӗн сар хӗвел,
Кашни - аттешӗн теветкел.

Шӑпа куҫне кар! тинкерсе
Пӗрле утатпӑр тӑвалла.
Сӑмах парса та ӗненсе
Тӑсатпӑр йывӑр чух алла.





Текст добавил: Андрей Курышев